План мероприятий

 

 

 

 

 

 

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкул-интернатра чăваш чĕлхи эрни пуçланчӗ. Çак уяв чӑваш халӑхне çутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев çуралнӑ кунӗпе çыхӑннӑ.  Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗç туса ирттерме палӑртнӑ. Эрне усӑллӑ та интереслӗ иртессе шанатпӑр.

 

19.04.2021

«И.Я.Яковлев биографине пӗлетӗн-и?» викторина, «Кӑвак çут чаршавне уçнӑ Улӑп» кӗнеке выставки;

 

20.04.2021

Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗпе И. Телейпипе тӗл пулу;

 

 

21.04.2021

К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен литература музейне экскурсине кайса килесси;

 

22.04.2021

10А,10Б классем хушшинче «Пӗлетӗн-и эсӗ Чӑваш Çӗршывне?» брейн-ринг;

 

23.04.2021

"Чее тилӗ» юмаха вулани, чӑваш халӑх юмахӗ тӑрӑх инсценировка лартни.