1-ый день

 

Чăваш чĕлхи эрни

Паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрнине уçрăмăр. Ачасем хушшинче «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» ятпа викторина вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕншĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.