2-ой день

                                     Интереслӗ тӗл пулу

 

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче шкулта Чӑваш писателӗсен союз членӗпе, И. Телейпипе тӗл пулу пулса иртрӗ. Ачасем ӑна хапӑл тусах кӗтсе илчӗç. Поэт ачасене кӗскен хӑй çинчен каласа пачӗ тата пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Тӗрлӗ темӑпа çырнӑ сӑввисене вуласа пачӗ, юрласа пачӗ. Çавӑн пекех сӑвӑçӑ ачасенчен кам сӑвӑ çырнипе интересленчӗ. Дедушкина П. ачасене хайӗн сӑввипе паллаштарчӗ.

 Юлашкинчен ачасем И. Телейпине хӑйсене интереслентерекен ыйтусем пачӗç. Тӗл пулу усӑллӑ та интереслӗ иртсе кайрӗ. Ачасене тӗл пулу питӗ килӗшрӗ.