3-ий день

                                      Интереслӗ экскурси

 

Чӑваш чӗлхи эрни малалла тӑсӑлать. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 7-мӗш класс вӗренекенӗсем, Васильева Л.М. класс ертӳҫи тата Иванова Л.В. вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ йӗркеленипе К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне çитсе курчӗç.

Музей  сотрудникӗ ачасене чӑваш литератури мӗн авлтан паянхи куна çити мӗнле аталанни çинчен каласа пачӗ.

«Революцичченхи чӑваш литератури» пайӗнче чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ, пӗрремӗш чӑваш писателӗсем тата чӑваш литератури 1917-мӗш çулчченхи аталанӑвӗпе паллаштарчӗ.

Музейра уйрӑмах К.В.Иванов пултаруллӑхӗ питӗ пысӑк вырӑнта. Пӳлӗм интерьерӗнче поэтӑн япалисем, пичетлекен машина, К.В.Иванов ал çырӑвӗсемпе ӳкерчӗкӗсем пур.

Ачасене 18-мӗш ӗмӗрти экспозицисем, писательсем çинчен кӑларнӑ стендсем интереслентерчӗç. Экскурси ачасене питӗ килӗшрӗ, вӗсен асӗнче нумайлӑха юлӗ.