5-ый день

                       Чӑваш чӗлхи эрнин пӗтӗмлетӗвӗ

 

Чӑваш чӗлхи эрнин юлашки кунĕнче ачасем "Чее тилӗ» юмаха вуларĕç, ун тӑрӑх инсценировка лартрĕç.

Тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ Эрне. «Çын пурнăç тăршшӗпе нумай-нумай чӗлхене алла илме тăрăшать, çапах та ачаран йӗркеленнӗ ăс-тăнпа тавракурăм нихăçан та çухалмасть. Чӗлхе – халăх культурипе хăйне евӗрлӗхне упраса пыракан хатӗр» тесе пӗлтерчӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Людмила Михайловна.

Паллах, атте-анне чĕлхипе илемлĕ калаçма тата çырма пултаракансене палăртма пулăшрĕ. Апла пулсан, чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур.

Сказка «Чее тилӗ» юмах (видео)